Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк районӗ

Культура 1-мӗш класс ачисем Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи вулавӑшра
1-мӗш класс ачисем Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи вулавӑшра

2015-мӗш ҫул ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа, вулвӑша кашни ачанах явӑҫтарас тесе Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта кӑҫал пуҫласа шкула килнӗ ачасемпе эпир «Пулас вулавҫӑсем» пултарулӑх сехечӗ иртрӗ.

Уява ачасемпе пӗрле вӗсен ашшӗ-амӑше те хутшӑнчӗ. Капӑр чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем ыйтусем ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тупӑшса хуравларӗҫ. Уява шӑпӑрлансем класс ертӳҫи Надежда Аркадьевна Хушкина тӑрӑшнипе хатерленӗ илемлӗ савӑ-юрӑпа, ташӑпа пуянлатрӗҫ. Адюкова Машӑпа Патшин Данил «Эп вӗрентӗм вулама» сценкӑна чӑн-чӑн артист евӗрех калӑпларӗҫ. Ачасем вулама пӗлнине шута илсе, вулавӑш ертӳҫи Адюкова Любовь Германовна вӗсене вулакансен ретне илнине пӗлтерчӗ те формулярсем уҫса пӗрремӗш кӗнеке илме сӗнчӗ.

Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать.

Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ.

Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ.

Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне хирӗҫле пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулла ун тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулса иртнӗччӗ. Ун чух ӑна ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Лару-тӑрӑвӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ ун чух. Ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух, 2008 ҫулта, вӗсене пуҫлӑх хваттер хакне хӑйсене тӳлеттермелле тунӑ. Тӗрӗссипе, уншӑн ял тӑрӑхӗн тӑкакланмалла пулнӑ. ҫапла «правурланнӑшӑн» суд 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Муниципалитет харпӑрӑлӑхӗнчи кивӗ хваттерсене юсанӑшӑн ҫынсене хӑйсене тӳлеттерес йӑла Елчӗк ялӗнче унчченех пуҫланнӑ-мӗн. Юсама укҫа кӑларса хумасан хваттерсене приватизацилеме ирӗк памассипе хӑратнӑ имӗш. Унчченхи пуҫлӑх тӗлӗшпе ӗҫ пӗлтӗр суда ҫитнӗччӗ, анчах пуҫлӑх пулнӑ ҫын вилнӗ май пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.

Ял тӑрӑхне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнсан та унчченхи йӑлана пӑрахӑҫламан. Халӗ ҫавна май паянхи пуҫлӑх тӗлӗшпе суда ӗҫ ҫитернӗ. Хальхи пуҫлӑхӑн айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма саккун ирӗк парать-мӗн.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Атӑкҫырми ялӗнче пурӑнакансем маттурлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Унта уйрӑмах Владимир Николаевич Еремеев хастар. Вӑл чӑннипех те ырӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Владимир Николаевич пуҫарнипе ялти пӗвене лайӑхлатма тытӑннӑ. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана час-часах ҫӳрет. Хӑй Шупашкар районӗнче пурӑнать, «Атӑл» ял хуҫалӑхне ертсе пырать.

Ялти пӗве юлашки ҫулсенче шӑрӑхра типме тытӑннӑ. Халӗ ӑна 2 метр тарӑнӑш чаваҫҫӗ. Унта 1 экскаватор, 2 самосвал ӗҫлеҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх Юля Адюкова
Юля Адюкова

2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.

Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).

 

Персона

Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял вулавӑшӗ «Слакпуҫӗнчи сӑвӑҫ» ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Светлана Михайлова библиотекарь вулавӑша пухӑннисем валли хатӗрленӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин классикӗ» электрон хӑтлавпа паллаштарнӑ.

Мероприятие хутшӑннисем паллӑ сӑвӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллашнӑ. Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланипе вӗҫленнӗ.

Мероприяти иртсе кайни Константин Иванов пирки вулавӑш маннине пӗлтермест. Унта халӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин никӗслевҫи» курав-портрет ӗҫлет. Унта та поэтӑн тӗрлӗенлӗ пурнӑҫӗпе паллашма май пур.

 

Статистика

Чӑваш Енре тӑлӑх ачасен шутне чакарас енӗпе программӑсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви лайӑх хыпар пӗлтерет — пӗлтӗр республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 378 ачана шута илнӗ. Ку, 2013 ҫулпа танлаштарсан, сахалрах. Ун чухне 403 ача пулнӑ.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар районӗсенче чакнӑ.

Республикӑра тӑлӑхсен шутне чакарас тесе программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ав Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ятарлӑ программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Комсомольски районӗнче те ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне Чӑвашри район-хуласенче тӗрлӗ акцисем, канашлусем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кӑҫалхи хӗллехи каникулсем вӑрӑм. Пахчара ӗҫ ҫук, килте телевизор пӑхса канлӗ лар кӑна… Ҫук ҫав. Ҫынсем вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли мелсем тупаҫҫӗ.

Сӑмах Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗ пирки-ха. Кунта пурӑнакан Леонид Петрович Кондратьев хӑйӗн килӗ умӗнче каток тунӑ. Ку кӑна мар. Уяв ячӗпе вӑл ҫемйинчи кашни ҫынна коньки парнеленӗ.

Леонид Петровичӑн ҫемйи пӗчӗк мар. Вӑл арӑмӗпе пӗрле виҫӗ ывӑла тата пӗр хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ.

Кондратьевсем ял халӑхне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн каток ҫинче ярӑнма чӗннӗ. Ара, кунта пурне те вырӑн ҫитет-ҫке-ха — лаптӑк пысӑк. Халӗ каток ҫинче ача-пӑча сасси куллен янӑрать.

 

Ял пурнӑҫӗ Эстрада ҫӑлтӑрӗсем Курнавӑшра
Эстрада ҫӑлтӑрӗсем Курнавӑшра

Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.

Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.

Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.

Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Ялсенчи клубсем — культура вучахӗсем. Унта ҫынсем канма, юрӑ-ташӑпа киленме, юрлама ҫӳреҫҫӗ. Унта вӗсем пултарулӑхне те аталантараҫҫӗ. Анчах ял ҫыннисене, хуларисемпе танлаштарсан, йывӑртарах.

Ялти клубсенче хулари пек мар: услови сахалрах, кӗвӗ инструменчӗсем те нумай мар. Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара «Тайпи» фольклор ансамблӗ ӗҫлет. Купӑсҫӑ ҫеҫ профессионал. Ыттисем вара чунӗ ыйтнипе ҫеҫ ансамбле ҫӳреҫҫӗ.

Ансамбльти ҫынсем чӑвашсен йӑли-йӗркине, культурине хисеплеҫҫӗ. Вырӑнти артистсен халӗ чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Вӗсене купӑс, параппан, рубель, шӑтӑрмак пур. Вӗсене пурне те ял ҫынни парнеленӗ. Вӑл — Владимир Аркадьевич Меметов.

Ансамбле ҫӳрекенсем куншӑн питӗ савӑннӑ. Ара, кун пек инструментсемпе репертуара та ҫӗнетме пулать-ҫке-ха.

 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, ... 75
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 18

1979
45
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын